Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авӑркас районӗ

Авӑркас районӗ (пушк. Ауырғазы районы, выр. Аургазинский район) — Пушкӑрт Республикин варринче вырнаҫнӑ район. Района 1930 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Лаптӑкӗ — 2014 км2. Район администрацийӗ Ӗпхӳрен 80 ҫухрӑмра ларакан Толбазӑ ялӗнче вырнаҫнӑ.

Халӑх йышӗ

2009 ҫулта кунта 37,4 пин пурӑннӑ. Пушкӑртсем — 10,7%, тутарсем — 48,2%, чӑвашсем — 42,2%, вырӑссем — 4,9%, украинсем — 2%. Пӗр тӑваткал метр ҫине 21 ҫын килет. Районта пурӗ 141 ял-хула.

Культура

Районта професси училищи, 57 шкул (вӗсенчен 33 вӑтам шкул, 14 пуҫламӑш шкул), 39 ача-пӑча сачӗ, музыка училищи, ача-пӑчасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ, тӗп район пульници тата 3 вырӑнти пульница уйрӑмӗсем, 3 ял амбулаторийӗ, 54 клуб, 37 вулавӑш, историпе краеведени музейӗ пур.

«Путь Родины» хаҫат тутарла, чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать.

Паллӑ ҫыннисем

Каҫӑсем



 
Категорисем: Авӑркас районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-29 12:21:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7759 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем